Темиҫе кун каялла, раштавӑн 30-мӗшӗнче, «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществин директорсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ.
Унта предприяти малашне епле ӗҫлессине сӳтсе явнӑ.
Предприятири лару-тӑрӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ эрнесерен ирттерекен канашлура та (вӑл раштавӑн 28-мӗшӗнче иртнӗ) сӳтсе явнӑ. Обществӑра кайӑк-кӗшӗк апачӗ пӗр уйӑхлӑха, ветеринари препарачӗсем 2–3 эрнелӗхе кӑна ҫитеҫҫӗ-мӗн тата предприятин ҫутӑшӑн тата налук тӳлессипе парӑмсем те пуррине палӑртаҫҫӗ.
Кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн акцийӗсен 49 проценчӗ республика аллинче пулнине кура Чӑваш Ен влаҫӗсен лару-тӑрӑва ҫирӗп асӑрхаса-сӑнаса тӑмалла. Ку шухӑша Михаил Игнатьев Элтепер правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗ ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен хупӑнасси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, вӑл Danone концернӑн шутланать.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви вӑл савута сӗт сутса пурӑннисем ӑна хупнишӗн аптӑрамасси пирки пӗлтерет. Республикӑра ытти сӗт-ҫу савучӗ те ӗҫленине аса илтерет вӑл. Сӑмахран, Етӗрнере, Вӑрнарта, Куславккара, Тӑвайра пур, «Изамбаевский» текенни те ӗҫлет.
Ял хуҫалӑх министерстви ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗн продукцийӗ республикӑри суту-илӳре 12,2 процент кӑна йышӑннӑ. Вӑл кӑларакан ҫимӗҫе хамӑр патри ытти савут та кӑларать, вӗсен пахалӑхӗ те лайӑх, оборудованийӗ те ҫӗнӗ йышши.
Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗ хупӑннине пула 140 ҫын (унчченхи хыпарта эпир «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлани тӑрӑх 300-е яхӑн /news/11077.html тесе каланӑччӗ) ӗҫсӗр юлать, вӗсене ӗҫе вырнаҫчӑр тесе Чӑваш Ен Правительстви йӑлтах тӑвӗ тесе ӗнентерет.
Danone концерн Шупашкарти сӗт-ҫу савутӗнчен пӑрахса каяссине пӗлтернӗ. Ҫавна пула ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен 300-е яхӑн ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлӗ.
Danone укҫа-тенке ҫӗршывӑн урӑх хулисенче хывма палӑртать: производствӑна вӑл хӑйӗн Самарти, Саранскри, Хусанти савучӗсене яма палӑртать. Томскри савута та концерн хупассине пӗлтернӗ. Шупашкарти сӗт-ҫу савутне хупса урӑх хулана куҫса кайнине концерн савут технологи енчен тӗлӗшӗнчен япӑхнипе, рентабельлӗх пӗчӗккипе тата тавар сутаслӑх чакнипе ӑнлантарать-мӗн.
Ӗҫсӗр юлакансене Danone укҫа-тенкӗ енчен кӳрентермессе шантарать. «Ӗҫ законодательствипе пӑхса хӑварнинчен ытларах тӳлӗпӗр. Эпир вӑл енчен яваплӑ компани», — тесе ӗнентерет иккен концерн хӑйӗн пресс-релизӗнче.
Нумаях пулмасть пирӗн республикӑра топинамбур туса илме патент илнӗ. Унӑн хуҫи – Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ.
Топинамбур туса илме малтан та патент пулнӑ-ха. Анчах хальхинче академи илни ҫак ҫимӗҫе ҫӗнӗлле туса илме май парать.
Ҫак ял хуҫалӑх культурине ҫӗнӗлле туса илмелли патент авторӗ – Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн биоотехнологипе агрономи факультечӗн биотехнологи тата ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен кафедрин доценчӗ, ял хуҫалӑх академийӗн кандидачӗ Клим Данилов.
Топинамбура ҫӗнӗлле туса илмелли патента Раҫҫейӗн Патшалӑхӑн изобретенийӗсен реестрӗнче кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче регистрациленӗ.
Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, патент 2034 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен пырӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе лару ирттернӗ. Унта наци проекчӗсем пурнӑҫа епле кӗнине тишкернӗ. Ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑру пирки те тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ май пушӑ выртакан ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелли пирки калаҫнӑ.
Республикӑра кӑҫал ҫеремленнӗ 9 пин ытла га ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Апла пулин те 140 пин га ҫӗрпе тухӑҫлӑ усӑ курмаҫҫӗ. Ку енӗпе Ҫӗмӗрле, Элӗк, Куславкка, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Хӗрлӗ Чутай районӗсем ҫителӗксӗр ӗҫлеҫҫӗ.
«Ларӑва пухӑннисем Владимир Путин сӑмахне аса илнӗ май ҫынсем пай лаптӑкне харпӑрлӑха куҫарнипе куҫарманнине тӗрӗслеме тытӑнсан ҫеҫ вӗткеленнине палӑртрӗҫ. Чылай чухне калаҫу утӑ ҫинчи анчӑк евӗр лару-тӑрӑва куҫать иккен: лаптӑкпа хӑйсем те усӑ курмаҫҫӗ, ыттисене те парасшӑн мар», — пӗтӗмлетет лару епле иртнине итлесе ларнӑ Вячеслав Григорьев журналист.
Сӑнсем (4)
Судри ӗҫ таканари шыв пек теҫҫӗ те, суда хутшӑнаканӗсем те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Ҫакна хӑйӗн юрист практикинчи тӗслӗхе Галина Вронская юрист чӗрӗ журналта ҫырса кӑтартнӑ историри сӑнарсем ҫирӗплетеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче Куславкка районӗнчи пӗр фермерпа ҫавна хӑяр татмалли агрегат туса панӑ предприяти пуҫлӑхӗ тӗл пулнӑ. Фермер агрегат ӑсталанӑ ҫынна укҫа тӳлесшӗн пулман иккен. Ниме тӑман, уссӑр япала текелесе укҫине хытса тӑнӑ.
Судра ку агрегат лайӑххипе начаррине ҫирӗплетме экспертиза тума та тӳре сӗннӗ.
Хӑяр татмалли агрегатпа усӑ курнӑ фермер пирки Галина Вронская юрист ҫӗр ҫинче ӗҫлесе пурӑнакан ҫав ҫын Чӑваш Ен Элтеперӗпе туслӑ тесе каланине фермерӑн ваккачӗ ята яни вырӑнне хунине пӗлтернӗ май суда парассипе хӑратнӑ.
Галина Вронская Михаил Игнатьев ятне асӑнни хайхине мӗншӗн кӳрентернине ӑнланман.
Патӑрьел районӗнчи аграрисем кашни лаптӑк ҫӗр тупӑш патӑр тесе нумаях пулмасть иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Канашлӑва республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ С. Артамонов тата Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ О. Мешков хутшӑннӑ.
Ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсемпе, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе, фермерсемпе тӗл пулнӑ май ҫӗрпе тухӑҫлӑ усӑ курасси пирки кӑна мар ял хуҫалӑхне аталантарасси пирки те калаҫнӑ.
Канашлура килти хушма хуҫалӑха аталантарма май паракан ҫӑмӑллатнӑ кредитпа районта тухӑҫлӑ усӑ курнине палӑртнӑ. «Анчах ӑна тӗллевлӗ усӑ курмалла. Ҫӗре, ҫӗр пайӗсене ӗҫе кӗртнине тӗрӗслесех тӑмалла», — тенӗ ял хуҫалӑх министрӗ С. Артамонов.
Ҫӗр пайӗсене вырӑнта мӗнле усӑ курнипе район пуҫлӑхӗ, «Первомайск» тата «Малалла» ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫи М. Петров, «Исток» ҫӗр ӗҫ фирмин тӗп директорӗ А. Илюткин, Ишлӗ тата Пикшик ял тӑрӑхӗсен ертӳҫисем Л. Юркинӑпа В. Мефодьев паллаштарнӑ. Р. Санзяпов фермер вара ҫӗр лаптӑкӗсен докуменчӗсене тӑвас ӗҫ кӑткӑс пулнине палӑртнӑ.
Сӑнсем (18)
Шупашкарта республикӑн Наци вулавӑшӗнче хурт-хӑмӑр ӑстисен пӗрремӗш съезчӗ иртнӗ.
Унта вӗлле хуртне пӑхмалли ӗҫ хатӗрӗсемпе, пылак ҫимӗҫ туса илмелли ӑсталӑх пикри каласа кӑтартакан кӗнекесемпе, хаҫат-журналпа паллаштарнӑ, тӗрлӗ пыл тутанса пӑхнӑ.
Форума 150 ытла ӑста хутшӑннӑ. Ҫав шутра Тутарстанран, Мари Элтен, Чӗмпӗрпе Чулхула облаҫӗсенчен те килсе ҫитнӗ.
Хурт-хӑмӑрҫӑсен пухӑвне республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Н.П. Якимов уҫнӑ. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн профессорӗ И.Н. Мадебейкин ҫанталӑк кӑҫал вӗлле хурчӗсене майлӑ пулман пирки утарҫӑсен умне йывӑрлӑх тухса тӑни ҫинчен асӑнса хӑварнӑ. ЧР хурт-хӑмӑр ӗрчетекенсен агентствин пуҫлӑхӗ Г.А. Максимов отрасль умӗнчи тӗллевсене тишкернӗ.
Патӑрьел районӗнчи икӗ фермер пахча ҫимӗҫ упрамалли вырӑн хута янӑ. Уйра пуҫтарнӑ ҫӗрумине, хӗрлӗ кӑшмана, кишӗре унта хунӑ вӗсем. Унти условисем пахча ҫимӗҫе ҫуркуннечченех лайӑх упрама май параҫҫӗ.
Пӗри — Ҫӗнӗ Ахпӳртре. Унта 450 тонна упрама май пур. Унта кондиционер, вентилятор, термометр вырнаҫтарнӑ. Людмила Краснова кун ҫине 3 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Анчах ку тупӑш кӳрессе шанать вӑл. Ятарлӑ программӑпа усӑ курнӑран вӑл тӑкакланӑ укҫан 20 процентне каялла тавӑрӗ.
Тепри — Патӑрьелте. Петр Ялуков фермер кӑҫал ҫӗрулми лайӑх туса илнӗ. Унччен вӑл пахча ҫимӗҫе тӳрех сутнӑ. Халӗ хранилище тусан вӑл 2000 тонна ҫӗрулмине унта упрӗ.
Фермерсем ҫӗрулмине хӗлле тата ҫуркунне сутӗҫ. Ун чухне хак хӑпарӗ.
Ял хуҫалӑхне аталантармалла теҫҫӗ. Ҫапах чиккине пӗлмелле. Ав пушӑ ҫӗрсене хӑй тӗллӗн йышӑннӑ ҫынна нумаях пулмасть явап тыттарнӑ.
Пӑрачкав районӗнчи пӗр арҫын хресчен-фермер хуҫалӑхне йӗркеленӗ. Анчах вӑл, ЧР прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 209 гектар ҫӗре хӑй тӗллӗн йышӑннӑ та лартса ӳстерет. Ку ҫӗрсем унӑн хуҫалӑхӗн мар.
Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Вӑл вӑхӑтра ҫӗрсене сухаланӑ пулнӑ ӗнтӗ. Ҫӗрсемпе саккунсӑр майпа усӑ курнӑшӑн хресчен-фермер хуҫалӑхӗн хуҫине 50 пин тенкӗлӗх штраф панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |